Войти / Зарегистрироваться

Ударени

Получить свидетельство
Автор: Тихонова Людмила Анатольевна

Тема (пай, блок, модуль): фонетика
Урок теми: ударени
Урок тĕсĕ: малтан вĕреннине аса илсе çĕннине вĕрентмелли урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: ĕçе пĕлсе тата юратса тумаллине Ăсан Уçăпĕн „Кучченеç çĕклекен йытă“ калавран илнĕ текстпа ĕçлесе ăнланса илме пулăшасси
Пĕлÿ тĕллевĕ: ударени сăмахсене пĕрле, уйрăм çырма епле пулăшнине ăнланма, илнĕ пĕлĕве пурнăçра усă курма пĕлме услови туса парасс
Аталантару тĕллевĕ: ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарма май туса парасси
Мелпе меслетсем: шырав,цветопись,икĕ тĕрлĕ вулав, вăчăраллă вулав, ушкăнпа ĕçлени, икшерĕн ĕçлени, текстпа ĕçлени, моделировани, танлаштару, вăйă
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: "Кĕтесле" вăйă, схемăпа кĕскен çырса хунă правилăна пĕрне-пĕри каласа пани
Чĕлхе теорийĕ: ударени çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетсе хăварасси; та (те) татăк та, аффикс та пулни, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме хăнăхтарасси
Словарь ĕçĕ:  а) (çырассине хăнăхтармалли пай) та (те) татăка, пек хыç сăмаха уйрăм çырма хăнăхтарасси, -па (-пе) аффикса – пĕрле.
ă) (ăнлантармалли пай) ударени, модель
Урокра кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, хăнăхтарусен кĕнеки, „Паллăсен“ ешчĕкĕ, „Сăпайлă калаçар-и?“ кĕнеке страницисем, чăвашла-вырăсла словарь, скотч
Курăмлăх хатĕрĕсем: презентаци
Урок эпиграфĕ:
УРОК  ЮХĂМĔ
I. Класа йĕркелени (1 мин.)
1. Сывлăх сунатăп. Сире пурне те таса тата сывă курма кăмăллă. Эпĕ сирĕнпе ĕçлеме хатĕр. Эсир тата хатĕр-и? (Ачасем парта хушшине вырнаçса лараççĕ) Пит аван.
II. Киле панă ĕçе тĕрĕслен
III. Ачасен пĕлĕвне пĕтĕмĕшлен тĕрĕслени  ( 6 мин.)
2. Урока разминкăран пуçлар-ха. Малтан мĕн вĕреннине аса илмешкĕн эпĕ сире доска çинче çырса панă пĕр вăйăран пĕрне суйласа илме сĕнетĕп. (Доска çинче вăйă ячĕсене çырса хатĕрленĕ: „Куккукла“, „Патшалла“, „Кĕтесле“.) Ку списокра, асăрхарăр пуль, çĕнĕ вăйă пур. Вăл – „Кĕтесле“. Эсир хăшне выляма кăмăл тăватăр? (Ачасем пĕр вăййине суйласа илеççĕ. Çĕнĕ вăййа суйласа илсен унăн йĕркипе паллаштарма тивет.) „Кĕтесле“ вăййа ача-пăча вăййи çине таянса йĕркеленĕ. Эп пĕлнĕ тăрăх, эсир ăна вылятăр. Ăна тепĕр майлă „Кĕт-кĕтес“ те теççĕ. Аса илтĕр-и? Кам вăйă йĕркипе паллаштарма пултарать? (Тухса калаçакана учитель тав тăвать.)    Эпир вара çапла тăвăпăр. Чи малтан пÿлĕмре кĕтес йышăнăпăр. Кам кая юлать, çав ертсе пыракан пулĕ. (Ачасем кĕтес йышăнаççĕ.) Вăййа ертсе пыраканĕ пÿлĕм варрине килсем. Санăн пĕрин патне пымалла та хăвна пурăнма кĕртме ыйтмалла. Сана пурăнма кĕртме килĕшсе вăл сана маларах вĕренни тăрăх ыйту парать. Эсĕ ыйту çине тĕрĕс хуравласан вăл пурне те илтмелле: „Кĕт-кĕтес“,- тет те кĕтеспе ылмашма васкать. Кĕтеспе ылмашма ĕлкĕрейменни вăййа малалла ертсе пырать.  Паллах, кĕтесри пурăнма кĕртмесен те пултарать, ун пек чухне мĕншĕн кĕртменнине ăнлантарса каçару ыйтсан пит аван пулмалла. Тата çакна ас тăвăр: пĕр-пĕр ыйтăвăн хуравне пĕлместĕр пулсан тусусенчен пулăшу  ыйтма вăтанса ан тăрăр. Вĕсем, ман шутпа, пулăшма ялан хавас. Эпĕ те сирĕн сăмах хутаççине пуянлатма сăмах çаврăнăшĕсем илсе килтĕм. Пуплеве йĕркеленĕ чухне эсир вĕсемпе усă курма пултаратăр. Попугайла калаçасран сыхланăр.  (Доска çине магнитпа çирĕплетнĕ, компьютерпа пичетленĕ икĕ тĕслĕ хут листисем çакăнса тăраççĕ. Пĕрисем, саррисем çине: „Кĕтесе кĕртетĕн-и?“, „Кĕтесе кĕртейместĕн-ши?“, Кĕтесе кĕртсем.“, Кĕтесе кĕрт-ха.“, Кĕтесе кĕртсемччĕ“, Кĕтесе кĕртместĕн-ши?“ „Тархасшăн, кĕтесе кĕрт.“, Ырă çыннăм,(тусăм, тăванăм), кĕтесе кĕрт...“, теприсем, çутă симĕссисем çине: „Каçар та, эпĕ ...“ Ан кÿренсем, эпĕ ...“, „Çилленместĕн пуль тетĕп, эпĕ...“, „Ырă çыннăм (тусăм, тăванăм), эпĕ...“, „Айăп ан ту, эпĕ,,,“, хĕрли çине – „Кĕртессе кĕртĕп-ха, анчах...“)   Вылямашкăн 3 минут уйăрăпăр. Пуçларăмăр. (Учитель ачасене пуплевне тĕрĕс йĕреклеме пулăшать. Кăмăл пулсан хăй те пĕрле выляма пултарать.)
Вăхăт тухнине учитель пĕлтерет
Учитель: Вăйă вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе калаçни килĕшрĕ-и? (ачасен шухăшне итленĕ хыççăн) Мана (та) эсир вылянине пăхма, пĕр-пĕринпе калаçнине итлеме кăмăллă пулчĕ, çавăнпа эпĕ сире малалла „Пиллĕк илмелле“ выляма сĕнетĕп. Халĕ „Кĕтесле“ вăйăра камăн ыйтăвĕ çине никам та хурав парайман, çавсем „Паллăсен“ ешчĕкĕнчен „5“ илме ирĕк çĕнсе илчĕç. „5“ илейменнисем,  ытлашши ан пăшăрханăр. Урок тăршшĕпе илме майсем пулĕç. Эсир çывăрса çеç ан юлăр. Урок вĕçĕнче пиллĕкне дневника лартăпăр.IV. Çĕнĕ пĕлĕве ăнланса илмешкĕн ачасене хатĕрлени (5 мин.)
3. Учитель доска хыçĕнче икĕ тĕрлĕ çырнă сăмахсен юпине кăтартать:
вăрманта
хирте
учительте
вăрман та
хир те
учитель те
Учитель. Мĕнле шутлатăр, хăш юпари сăмахсене тĕрĕс çырнă? Мĕншĕн?
Учитель. Интереслĕ: пĕрле е уйрăм çырмаллине ăçтан пĕлме пулать-ши?
Ачасенчен пĕри. Ăçта е камра ыйту çине хуравласан та(те) вырăн падеж аффиксĕ пулать, аффикссене вара яланах пĕрле çыраççĕ. Кам е мĕн ыйту çине хуравласан та(те) татăк пулать, ун пек чухне уйрăм çыраççĕ. 
Учитель. “5“ сана уншăн (тĕрĕс хуравлакан ачана картонтан касса кăларнă 5 парать.)
Учитель. Ку пĕр вариант тата тепĕр вариант çук-ши?
Учитель. Айтăр çурма сасăпа вуласа пăхатпăр, хăлхапа тимлĕн итлетпĕр. Тен, ун чухне вăрттăнлăхне тупатăр.
Учитель. Çапла, у-да-ре-ни. Эсир хăçан та пулсан ударени тĕрĕс çырма пулăшнине шутлама пултарнă-и? Сирĕн ударени епле майпа тĕрĕс çырма пулăшнине пĕлес      килмест-и? Ăна пĕлес тесен пирĕн паян урокра мĕн тума тивет-ши?
Ачасенчен пĕри. Ударенипе тĕплĕнрех паллашма.
Учитель. Апла пулсан паянхи урок темине мĕнле ят пама пулать?
Ачасенчен пĕри. Ударени (пусăм.) (1-мĕш слайд)
V. Çĕнĕ пĕлĕве ăнланса пыни (10 мин.)
4. Ударени çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетсе хăварни, схемăласа кĕскен çырса хуни.
Учитель. Эсир кĕçĕн класра ударени çинчен вĕреннĕ. Ударени сăмах пирки мĕн калама пултаратăр?  Хамăр шухăша эпĕ - доска çине, эсир тетраде схемăласа çырса хурсан, ман шутпа, пит аван пулмалла. Çапла вара,  ударени вăл - ...

                                               вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕнĕ сăмах
                                               вырăсла  – ударение 
                 УДАРЕНИ            чăн чăвашла - пусăм
                                               япала ячĕ
                                               хутăш сăмах
                                               сăмахра пусарса каланă сыпăк
 
5. 298-мĕш хăнăхтару
Учитель. Эсир сăмахра ударени тĕрĕс лартнипе лартманнине пĕлмешкĕн айтăр-ха эпир сирĕнпе кĕнекери 298-мĕш хăнăхтарăва сăмах вĕççĕн тăвăпăр.
6. Тĕпчев ĕçĕ
Учитель. Аван-аван... Çапла вара, эпир сирĕнпе ударени çинчен аса илсе пĕтĕмлетсе хăвартăмăр. Ударени епле майпа тĕрĕс çырма пулăшнине пĕлмешкĕн малалла эпĕ сире икĕ ушкăна пайланса ĕçлеме сĕнетĕп. Пĕрисене дидактикăри 118-мĕш хăнăхтарăвăн 1-мĕш абзацĕпе условипе килĕшÿллĕн ĕçлеме ыйтас кăмăлăм пур, теприсене - учебникри          305-мĕш хăнăхтарупа. Айтăр-ха малтан ушкăнпа мĕнле ĕçлемеллине аса илĕпĕр.
Ачасем :
•Ушкăнпа ĕçленĕ чухне малтан кам командир пуласса татса памалла
•Командир ушкăнти ĕç-хĕле йĕркелесе пырать, кашнин шухăшне ыйтса пĕлет, ушкăнтан кам тухса калаçасса татса парать, ун çинчен саспа ыттисене пĕлтерет
•Ушкăнта пĕри мĕн тăвать, теприсем те çавна тăваççĕ
•Пĕрне-пĕри тимлĕ итлемелле
•Пĕри калаçса пĕтерсен тин тепри сăмах илме пултарать
Учитель. Халĕ  вара условисемпе паллашăпăр та пĕр шухăшлисем пĕр ушкăна пуçтарăнса канашлăпăр. Ăнăçу сунатăп сире. Ку ĕçе тумашкăн 2 мин. çитет пуль тетĕп. 
(Учитель урок пуçламăшĕнче доска çине заготовкăсем çырса  çакнă хут листисене скотчпа çыпăçтарса кĕнеке пуçтарать. Вăхăт тухсан ачасем хăйсен шырав результачĕсемпе паллаштараççĕ. (2-мĕш слайд) Учитель ачасене пĕрне-пĕри ыйту пама, хушса калама май туса парать)
VI. Çĕнĕ материала ачасем ăнланнине тĕрĕслени  (13 мин.)
7. Тĕпчесе тупнине вĕренÿ кĕнекинче „Ударени“ параграфа вуласа тĕрĕслени.
Учитель. Ударени хăш сыпăк çине ÿкесси мĕнрен килнине тĕрĕсех пĕлтĕмĕр-ши? Айтăр-ха эпир ăна учебникри теори пайне (114 страницăрине) вуласа тĕрĕслĕпĕр. Вăчăраллă вулар-ха.
Пĕрин хыççăн тепри черетленсе вулаççĕ. Ачасем тăрăшса ĕçленине пĕтĕмлетсе çакăн йышши кану саманчĕ ирттерсен аван
8. Кану саманчĕ
Учитель. Маттурсем иккен эпир. Пуçĕ лайăх шухăшлать. Айтăр ăна: „Маттуррăм эс ман,“ – тесе  ачашлăпăр. Халĕ юлташ пуçне: „Эсĕ те маттур.“  Эпĕ сире юрататăп. (Алăсене ик еннелле саратпăр.)  Эпĕ хама та юрататăп. (Кашни хăйне ыталаса илет.) Алă çупса саламлатăп. (Пурте хаваслăн алă çупаççĕ.) Кама? (Ачасен шухăшне итлет) Паллах, ыйту çине тĕрĕс хуравлакана тата тухса калаçакана. Камсем „5“ илме тивĕç пулчĕç хальхинче? (Тĕрĕс хуравлакансене учитель картонтан касса кăларнă 5 парать.)
9. Чăваш чĕлхинчи ударени йĕркин модельне ÿкерни
Учитель. Манăн татах „5“ пур. Ăна çак ыйту çине хуравлакан илме тивĕç пулĕ: «Чăваш чĕлхинче ударени мĕншĕн [ъ], [ь] сасăсенчен хăрать-ши? 
Ачасенчен пĕри. Вĕсем - тулли мар уçă сасăсем, вĕсене кĕскен калаççĕ. Пусăм вара - пусарса калакан сыпăк, çавăнпа чи малтан пусăм тулли уçă сасăллă сыпăк çине ÿкет.
Учитель. Çапла вара, çĕнĕ материала тетраде е теори тетрадьне кĕскен епле çырса хума пулать-ши? Айтăр-ха пĕрле хăтланса пăхар.
Учитель. Тĕп вырăнта мĕнле ăнлав тăрать? Ударени ăçта ÿкесси мĕнрен килет?
Ачасенчен пĕри. Ударени ă тата ĕ сасăсенчен хăрать.
Учитель. Ăна кĕскен епле çырса хума пулать?
Ачасенчен пĕри. [ъ] ([ь]
Учитель. Малалла кам тĕрĕс хуравлать, çав доска çине тухса çырса пырать.    Килĕшмелле-и?  Камăн тĕрĕс пулчĕ, тухса çырсам. (пауза) Пусăма епле паллă тăваççĕ ?
Ачасенчен пĕри.  Чалăш йĕрпе. (тухса ÿкерет -  ʹ)
Учитель. Пусăм сăмахра ăçта ÿкет?
Ачасенчен пĕри. Сыпăк çине.
Учитель. Сыпăка епле паллă тăваççĕ?
Ачасенчен пĕри. Çурма ункăпа.
Учитель. Халĕ пирĕн  сыпăк ă (ĕ) сасăран хыçала ÿкнине кăтартас тесен мĕнпе усă курма тивет-ши?
Ачасенчен пĕри. Стрелкăпа усă курма пулать.
Учитель. Пусăм малтан - хыçалалла, унтан - малалла тарнине кăтартмашкăн пире мĕн пулăшĕ?
Ачасенчен пĕри. Цифрăсем.
                                                       ← ²  ¹ →                                               
                                                  ′     [ъ] ([ь])    ʹ 
                                                  ᴗ         ᴗ         ᴗ
Учитель. Мĕн турăмăр эпир сирĕнпе? Пĕлетĕр-и? (Ачасен шухăшне итленĕ хыççăн)
Çакна ачасем модель теççĕ. Ку - чăваш чĕлхинчи ударени йĕркин моделĕ. Теори пайне модельлеме пĕлни мĕнпе аван?
10. Ударени йĕркин модельне пĕрне-пĕри сăмахпа каласа пани
Учитель. Анекдота ĕмĕрлĕхе ас туса юлас тесен 5 хутчен каласа памалла тет. Апла пулсан айтăр-ха эпир те хамăр тин çеç йĕркеленĕ правилăна пурте пĕрле калăпăр. (Учитель доска çинче схемăна указкăпа кăтартса пырать.) Халĕ  юлташ хыççăн ăшра каласа пырăпăр. Сасăпа калаканĕ - ... (Лайăх вĕренекен икĕ ачана калаттармалла.) Пĕр парта хушшинче ларакансем пĕрне-пĕри каласа парсан тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш хут пулать.(Пĕччен лараканни учителе каласа парать, учитель – ăна.)
11. Ударени таблицине тултарни
Учитель. Енчен те эпĕ çапла  [ъ]    ʹ    ÿкерсе  патăм пулсан, вăл мĕн пулать-ши?
Ачасенчен пĕри. Пĕр-пĕр căмах моделĕ. Тĕслĕхрен, ăман, шăрçа, пăши.
Учитель. Ăнлава çирĕплетсе хăвармашкăн  „Ударени таблицине“  тултарăпăр-и? (3 слайд) Пĕрисем каласа пынине тепри таблицăна компьютерпа усă курса тÿрех тултарса пырсан пит аван пулмалла. Кам пирĕн компьютерпа туслă? Тухсам компьютер умне. Ыйту паллисем вырăнне юлташсен тĕрĕс хуравĕсене çырса пырсам.
Ачасем модельсене тÿр килекен сăмахсем шыранă май чăваш чĕлхинчи ударени йĕркин моделĕн çитменлĕхне тупса палăртмалла.Тĕрĕссипе çапла пулмалла:
                      ←             →
                              [ъ] ([ь])          
                                                                ᴗ²       ᴗ        ᴗ         ᴗ        ᴗ¹
VII. Çĕнĕ материала пĕтĕмлетсе хăварни (7 мин.)
12. Урок пуçламăшĕнче ачасем умне кăларса тăратнă ыйтăва пĕтĕмлетсе хăварни Учитель. ..., ку „5“ эпĕ сана савăнсах тыттаратăп. Пурте йăнăшма е пурне те вăхăтра  шута илеймесен те пултараççĕ. Эсĕ эпир шута илейменнине тупса палăртрăн. Çакăншăн чунтан савăнтăм.
Халĕ вара хамăр ыйту çине хурав пама вăхăт пек туйăнать мана. (Доска хыçĕнчи сăмахсем патне таврăнса) Ударени епле майпа тĕрĕс çырма пулăшать?
Ачасенчен пĕри. Та (те) тулли уçă сасăллă сыпăк. Пусăм ун çине ÿксен вăл аффикс пулать, çавăнпа ăна пĕрле çырмалла. Пусăм ун çине ÿкмесен вăл умĕнхи сăмахпа çыхăнмасть, çавăнпа  уйрăм çырмалла. (Учитель тĕрĕс хуравлакан ачана картонтан касса кăларнă „5“ парать.)
13. Текстпа ĕçлени
1) Икĕ тĕрлĕ вулав
Учитель. Эсир мĕнле шутлатăр, ударени пире ытти чухне йăнăш тăвасран пулăшаять-и тата? (Ачасене хăйсене шутласа пăхма вăхăт памалла.) Хурава пуянлатмашкăн эпĕ сире 4-мĕш слайдра çырса панă текстра паллă тунă сăмахсене икĕ тĕрлĕ вулама сĕнетĕп. «5»-сĕр никам та юлмарĕ-и? (Ачасем (уйрăм ача) йăнăшсене тупаççĕ, учитель вĕсем каланă хыççăн слайдри текстра тÿрех тÿрлетсе пырать)
Йытă, ун па (ун па, унпа) тус па (тус па, туспа) туспек (туспек, тус пек) пурăнсан, çынна темле ĕçрете (ĕçрете, ĕçре те) пулăшать. Ăна пăхма пĕлмесен вăл килти çыншăнта (çыншăнта, çыншăн та) кашкăра тухать. Йăкăрти Праках Йăванне килти йыттиех тулланă. Вăл чĕр чун хаяр пултăр тесе ăна ялан сăнчăр та (сăнчăр та, сăнчăрта) тытнă. Ялан кăкарăнса тăнăран йытă çынран ютшăннă. Кил хуçисемте (хуçисемте, хуçисем те) ун патне пыма кашкăртан хăранăпек (хăранăпек, хăранă пек) хăракан пулнă. Йытти апат чашăкне-хуранне мăн кĕреçе çине лартса тăсса панă.
                                                                                        Ăсан Уçăпĕ „Кучченеç çĕклекн йытă“ калав
Учитель. Çапла вара. паян урокра пухнă пĕлÿ ăçта тата мĕн тума кирлĕ пулма пултарать сире?
Ачасенчен пĕри. Çырура сăмахсене пĕрле тата уйрăм çырас тĕлĕшĕнчен йăнăш тăвасран упрать.
Учитель. Маттурсем! Хамăр умма лартнă тĕллевĕмĕре пурнăçлама пултартăмăр тесе шутлатăп эпĕ.Мана сирĕнпе ĕçлеме килĕшрĕ. Тавтапуç. (5-мĕш слайд)
2) Тÿрлетнĕ текстăн тĕп шухăшне тупни
Учитель. Текстăн тĕп шухăшне калаймастăр-ши?
Ачасем хăйсен шухăшне калаççĕ
14. Рефлекси
Учитель. (пурин шухăшне итлесе пĕтернĕ хыççăн) Манăн ĕçе пĕлсе тата юратса тумалла тенипе килĕшессĕм килет. Мĕнле шутлатăр, эпир паян сирĕнпе ĕçе пĕлсе тата юратса тума кăштах та пулин хăнăхмарăмăр-и? (пауза) Хăш ĕçе эсĕ пĕлсе тата юратса туни ыттисемшĕн усăллă пулчĕ-ши?
Ачасем хăйсен шухăшне калаççĕ
VIII. Киле панă ĕçе епле пурнăçламаллине  ăнлантарни (3 мин.)
Учитель. Манăн та сире усăллă пулас килчĕ. Çавăнпа эпĕ тăрăшсах „Сăпайлă калаçар-и?“ кĕнекене урок пуçламăшĕнче доска çине çакса панă заготовкăсенчен („Кĕтесе кĕртетĕн-и?“, „Кĕтесе кĕртейместĕн-ши?“ т. ыт. те) хатĕрлерĕм. Кунта эпĕ тăван халăхăмăрăн сăмах çÿпçинчи сăмах çаврăнăшĕсемпе усă куртăм. Çак çÿпçен тĕпĕ çук. Шырасан эсир те хăвăра кирлине тупма пултаратăр.  Çавăнпа кĕнекене малалла пухса хатĕрлеме сире пиллетĕп.  Ку вăл, паллах, паян-ыран çеç тумалли ĕç мар. Ăна кунсерен пухма тивĕ, çулсерен – хушса пыма. Çавăнпа яваплине кама тăвăпăр-ши?
..., сана çамрăк редактор пулнă ятпа саламлатăп. Ĕçре ăнăçу сунатăп. Çитес урокра тусусемпе пĕрле çĕнĕ страницăсемпе паллаштарасса шанатăп. Ĕçе чăвашсем мĕнле-мĕнле сывлăх суннине шыраса тупнинчен тытăнма сĕнетĕп.
Ман пата ыйту çук-и?
Ачасенчен пĕри те пулин сăмах çÿпçи пирки ыйтсан пит аван пулмалла. Ыйтмасан учителĕн хăйĕн сăмах тапратса ăнлантарса пама юрать. Тăван литературăпа вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче халăх сăмахлăхне вĕреннипе çыхăнтарма пулать.
Учитель. Сирĕн умăртикартонтан касса кăларнă „пиллĕксем“ çине пăхсан вара манăн çакна каласа хăварассăм килет: сирĕн (вăхăт юлсан мĕн-мĕн пулнине те каласа тухма юрать) пулать! Ан ÿркенĕр. Дневниксене уçсамăр, пиллĕкĕсене алă пусса çирĕплетем.